Мускавра спектакль кăтартрĕç

Раççейĕн тĕп хулинче – Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн ĕçченĕсем гастрольте пулчĕç. Александр Пушкин ячĕллĕ Мускав драма театрĕнче чăваш артисчĕсем «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль кăтартрĕç. Ăна чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев вĕренекенне, «Нарспи» поэма авторне Константин Иванова халалланă. Ку йĕркесене кашни чăваш пĕлет. Çурхи шыв евĕр шăнкăртатса вуланаççĕ Константин Иванов çырнă «Нарспи» поэмăн йĕркисем. Спектакльте шăпах ку хайлав мĕнле çуралнине тĕплĕн кăтартса панă. – Иван Яковлевич Яковлев Константин Васильевич Иванов произведенине вуланă хыççăн калать ĕнтĕ «Чăн чăваш чĕлхи çак произведенинче курăнать тесе. Кам калатăр çакăн хыççăн чăваш чĕлхи хитре мар, паллах ĕнтĕ, пурте халь вулĕç, ăнланĕç, унпа киленĕç тесе. Ку чăн та чăваш литературин пуçламăшне пĕлтерекен япала тесе шутлатăп тесе. Çавăн пек шухăшсене вăл, ман шутпа, çирĕплетсе хăварни вăл питĕ паллă самант. Иван Яковлев хăйĕн вĕренекенĕсене пулăшса пынă. Вăл шутра Константин Иванова та. Вĕсем культурăн тĕрлĕ енне аталантарнă. Сăмахран, Иоаким Максимов-Кошкинский чăваш театрне никĕсленĕ. Вăлах Чăваш киновне пуçарса ярать. Кун пирки те спектакльте сăнланă. АНАСТАСИЯ БЕЛЬДЕКОВА: «Эпир питĕ хавас Чăваш драма театрĕ Мускава çитнишĕн. Мĕншĕн тесен çак мероприяти пĕтĕм чăвашсене пуçтарать пĕр вырăнта. Чăваш чĕлхине илтме хавас. Чăваш çыннисене курма питĕ хавас. Чăваш тумне, чăваш тĕррине. Выставка кунта мĕнле илемлĕ хатĕрленĕ. Питĕ маттур çакна тăвакан çынсем». Иван Яковлевăн сумлă çавраçулне республикăра кăна мар, ытти тăрăхра та паллă тăваççĕ. Ку йышра Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕ те. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Шанса тăратпăр, эпир Чăваш Республикинчен килнĕ çынсем анчах мар, Мускавра пурăнакансем те, хавхаланĕç çак Иван Яковлевăн пурнăçĕпе унăн Халалĕпе». Чăваш халăхне çырнă Халалăн шухăшĕсем халĕ те усăллă. Çитĕнекен ăрăвăн вĕсене тĕпе хурса пурăнмалла.
Back to Top