Гитара каланă пек

Гитарист пек музыка инструментне тытса кĕвĕ каламалла, анчах гитарăсăр. Шупашкарта юрă-кĕвĕ кăмăллакан ача-пăча чемпионачĕ иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнма юрлама пĕлни те, музыка хатĕрĕпе туслă пулни те кирлĕ мар. Чи пĕлтерĕшли – шухăш вылявĕ тата артист туйăмĕ пурри. Хăйнеевĕрлĕ ăмăрту мĕнле иртнине Юлия Адюкова сăнарĕ.
Back to Top