Кĕнекесем парнелерĕç

Кĕнеке – пĕлÿ çăлкуçĕ. Вăл йывăр самантра чуна лăплантарма та пулăшать. Çакна шута илсе пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин кунĕнче волонтерĕсем Донецк тата Луганск халăх республикисенчен куçса килнĕ çемьесене вĕренÿ тата илемлĕ литература кĕнекисем парнелерĕç. Гелыхсен çемйи «Кĕрен парăс» лагерьте пурăнать. Вĕсен ывăлĕ Гриша Шупашкарти кадет корпусĕнче 9-мĕш «Б» класра вĕренет. Çитес вăхăтра арçын ача истори предмечĕпе патшалăх экзаменне тытма хатĕрленет. Çавăнпа та хушма литература ăна уйрăмах кирлĕ пулнă. Пĕлнĕ пекех волонтерсем Гришăна тата лагерьте пурăнакан ытти ачана истори, литература, юмахсен кĕнекисемпе тата канцеляри хатĕрĕсемпе тивĕçтерчĕç. ОКСАНА ВАРЛАШКИНА: «Ман шутпа, кĕнекесем ачасене
Back to Top