Паттăрсене сума суса

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан чиккисене чавнă паттăрсене халалласа Чăваш Енри Хĕрарăмсен Канашĕн пуçарăвĕпе республикăра тĕрлĕ конкурс, ĕç-пуç йĕркеленчĕ. Вĕсене пĕтĕмлетмелли тапхăр та çитрĕ. Ĕç паттăрĕсене халалласа юрă хайлакансене тата видеоматериал авторĕсене савăнăçлă уявра пухрĕç. Чи хастаррисене сумлă парнесемпе, хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Чăн малтанах уява пухăннă хастарсене пукане театрĕн артисчĕсем Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене чавма хутшăнакансен ĕç паттăрлăхне халалласа хатĕрленĕ спектакльпа паллаштарчĕç. Чуна çӳçентерекен пулăмсем кашни çыннăн чĕрине пырса тивеççĕ. Хĕрăмсен канашĕ йĕркеленĕ пултарулăх конкурсĕ те тепĕр хутчен паттăрла ĕçсене аса илме хистекен ырă пулăм. «Ярды» фольк-ушкăн та конкурсран айккинче юлман. АВГУСТА УЛЯНДИНА: «Сухопляс тенине чăвашла куçарсассăн, кĕвĕсĕр, пĕр музыкăсăр, инструментсăр юрланине пĕлтерет. Мĕншĕн сухопляс теççĕ? Çак юрра пĕтĕм Раççейри çынсем юрлаççĕ. Вăл, тĕрĕссипе каласан, вырăс юрри тейĕпĕр, мĕншĕн тесен пĕтĕм гармонистсем, арçынсем,
Back to Top