Ĕçлĕ çул çӳревпе Хĕрлĕ Чутайра

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çул çӳревпе Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулчĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсене юсассипе тата хăтлăлатассипе çыхăннă ыйтупа канашлу иртрĕ кунта. Унта район, хула ертӳçисем, депутатсем те хутшăнчĕç. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче сумлă хăнасене чи малтан пĕлӳ çурчĕн пуянлăхĕпе паллаштарчĕç. Кăçал кунта «Чăваш пӳрчĕ» музей уçăлнă. Тăван культурăпа йăла-йĕркене, тăван чĕлхене, хамăрăн йăх-тымарсене пĕлни иртнипе паянхин ҫыхăнăвне, пуян культурăпа истори эткерне тата авалхи йăласене упраса хăварма май парать те. Çакна ачасем вăйă, сценка урлă ăша хываççĕ. Хăнасем Алексей Федоров паттăр историйĕпе те паллашрĕ
Back to Top