УЙХПИ ЮМАХСЕМ|Ви вкр туркмен халх юмах АУДИО

Ӗлӗк-авал пӗр хресченӗн виҫӗ вӑкӑр пулнӑ: хура, хӑмӑр тата ула тӗслӗ пулнӑ вӗсем. Хайхискерсем ӳссе ҫитсен тӗреклӗ вӑкӑрсем пулса тӑнӑ. Пӗрре шухӑша кайнӑ вӗсем. — Эпир хуҫа патӗнче юлсан вӑл пире кӳлсе ярӗ те, мӗн виличчен ҫӗр сухалама тивӗ, ҫитменнине тата йывӑр ҫӗклемсем сӗтӗрӗпӗр. Атьӑр вӑрмана тухса таратпӑр, унта эпир ирӗклӗ те, тутӑ та пулӑпӑр. Каланӑ — тунӑ. Вӑкӑрсем хуҫаран вӑрмана тухса тарнӑ, анчах унта нумаях та савӑнайман: вӗсене вунӑ арӑслан тапӑннӑ. Ҫапах та вӑкӑрсем вӗсене парӑнман. Ҫӳллӗ вырӑнта виҫҫӗшӗ те пӗр-пӗрне ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑнӑ та арӑслансене шӗвӗр мӑйракисемпе хӑмсарнӑ. Лешсем тапӑнма шикленнӗ. Пӗр арӑсланӗ юлташӗсене ҫапла каланӑ: — Мӗншӗн эпир вуннӑн ҫӳретпӗр, анчах та хамӑр пурпӗрех выҫӑ? Эсир луччӗ сунара кайӑр, эпӗ пӗччен виҫӗ вӑкӑр вӑйне тӗрӗслӗп. VK: Яндекс. Музыка: Apple Podcasts: уйӑхпи-юмахӗсем/id1646195964 Google Podcasts: Сбер Звук: Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир Григорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова артистсем. Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекенӗ: Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018 ҫул). Автор ирӗк панипе кӑларнӑ. Ҫыхӑнмалли e-mail: cvlepesh@ Плейлист:
Back to Top