Национальное телевидение Чувашии Сывлха ирплетме май пур
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Кăшăллă вируспа чирлекенсен йышĕ республикăра самай чакнă. Паян çак чир 53 çынна çакланнине çирĕплетнĕ. 171 çын вара COVID-19 чирĕнчен сывалнă. Çак хăрушă амака йывăр чирлесе ирттернисем ун çинчен вăхăт иртсен те манса каймаççĕ. Çакă чир хыççăнхи паллăсем сыхланса юлнипе çыхăннă. Кăшăллă вируспа чирлесе ирттернĕ хыçăн сывлăх çирĕплĕхне малтанхи шая çитерме пулать-и? Çакна пĕлме пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Шупашкарти пĕрремĕш клиника больницинче уçăлнă реабилитаци уйрăмне çитсе килчĕ. Кăшăллă вирус чирĕ пултарулăх çыннисене те айккинчен пăрăнса иртмен. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче чылай çул тăрăшнă Валерий Лукиянов та 2020-мĕш çулта çак амакпа чирлесе ирттернĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ пулсан та, çак вирус хăварнă йывăрлăхсем хăйсен çинчен кунсеренех аса илтернĕ. Çавăнпах вăл Шупашкарти пĕрремĕш клиника больницинче сывлăхне çирĕплетме шутланă. ВАЛЕРИЙ ЛУКИЯНОВ: «Вăй-хал пĕтнине туяттăмччĕ. Çав туйăмсем халь иртсе пыраççĕ. Хама эпĕ лайăх туятăп. Улшăнусем пур, кунта капельница та тăваççĕ, им-çамне те параççĕ, сестрасем те, тухтăрсем те кашни кун пăхаççĕ». Ӳт-пӳ чирĕсене чăтса ирттернисем валли йĕркеленĕ реабилитаци уйрăмĕ больницăра ака уйăхĕнче уçăлнă. Пациентсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ. Чи малтанах вĕсене диагностика туса сывлăх шайне тĕрĕслеççĕ. НАТАЛИЯ ВАСИЛЬЕВА: «Отделенинче врач-терапевт ĕçлет, врач-рефлексотерапевт, врач лечебной физкультуры, медицина психологĕ тата массажистсем ĕçлеççĕ. Çынсем хăйсене питĕ лайăх туяççĕ пирĕн отделени хыççăн. Пирĕн больницăра 72 пациент сипленнĕ, хальхи вăхăтра 30 çын сипленет». Реабилитаци 10-12 куна тăсăлать. Сипленнĕ хыççăн сывлăх çирĕплĕхĕ COVID-чирĕчченхи евĕрех туйăннине палăртаççĕ пациентсем. Палăртмалла, çак пулăшу мелĕпе республикăра пурăнакан кашни çын усă курма пултарать. Юлия Адюкова, Николай Скворцов
1 view
7
1
1 week ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
1 week ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе