1.Атăл тăрăх çил уларĕ,
Атăл тăрăх çил уларĕ,
Витрĕ шурă юр çула çĕрле.
Юррине тăман юрларĕ,
Юррине тăман юрларĕ:
“Çуралмĕ, ай, кĕлчечек хĕлле“.
2.Лăплантар мана халь эсĕ,
Лăплантар мана халь эсĕ,
Пар мана кăштах чун ăшшине.
Çул кăтарт, куçсем çиçеççĕ,
Çул кăтарт, куçсем çиçеççĕ:
Вăл çитертĕр сан чĕрÿ патне.
3.Çил-тăман, ай, чарăнмарĕ,
Çил-тăман, ай, чарăнмарĕ,
Вăл çилпĕ юрларĕ юррине.
Сан чуну халь тем шырарĕ,
Сан чуну халь тем шырарĕ -
Чăннипе ниçта та çуккине.
4.Атăл тăрăх çил уларĕ,
Атăл тăрăх çил уларĕ,
Çил-тăман хупларĕ шăн çĕре.
Тен, хĕле те вăл пăхмарĕ,
Тен, хĕле те вăл пăхмарĕ -
Çурăлчĕ чечекĕм сивĕре.