«Вместе в цифровое будущее» конкурсра палăрнă

Чăваш Ен наци телевиденийĕн ĕçченĕсем – чи лайăххисен шутĕнче. Çакна вĕсем «Вместе в цифровое будущее» конкурса хутшăнса та çирĕплетрĕç. Журналистсен 12-мĕш ăмăртăвĕнче ятарлă парнене тата тав хучĕсене пирĕн ĕçтешсем тивĕçрĕç. Çулсеренех пултарулăх ăмăртăвне регионти журналистсемпе блогерсене телекоммуникаци тытăмĕн, инноваци технологийĕсен ыйтăвĕсемпе кăсăклантарас тĕллевпе ирттереççĕ. Çак темăсене телекăларăмсен продюсерĕ Юлия Важенина «Цифровой код» кăларăмра та çутатнă. Унăн ĕçне тӳресем ятарлă парнепе хакланă. Цифровизаципе çывхăннă çĕнĕлĕхсем çинчен Дмитрий Ковалевпа Инесса Потапова журналистсем те хăйсен кăларăмĕсенче каласа параççĕ. Конкурс йĕркелӳçисем вĕсен ĕçĕсене те тимлĕхсĕр хăварман.
Back to Top