“Звездный“ лагерьте “Ҫамрӑк паттӑрсен вӑхӑчӗ“ ятлӑ смена уҫӑлчӗ
Пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама, пӑшалтан пеме, ҫыхӑну йӗркелеме, пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсемпе ӗҫлеме - ҫакна йӑлтах Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи “Звездный“ кану лагерӗнче “Ҫамрӑк паттӑрсен вӑхӑчӗ“ ятпа уҫӑлнӑ сменӑра вӗрентеҫҫӗ. Ачасемпе кунта ҫарпа спорт енӗпе хатӗрлекен тата ҫамрӑксене патриотла воспитани паракан “ВОИН“ центрӑн республикӑри филиалӗн инструкторӗсем ӗҫлеҫҫӗ.