Канма та, хушма пӗлӳ илме те ӗлкӗреҫҫӗ

Чӑваш Енри “Шурӑ чулсем“ тата “Росинка“ кану центрӗсем “Губернатор лагерӗ“ проектпа килӗшӳллӗн кӑҫал 1800 ачана йышӑнма палӑртнӑ. Вӗсем хамӑр республикӑран кӑна мар, ытти регионсенчен те. “Артек“ ача-пӑча центрӗ евӗр лагерьсем ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшчен ӗҫлӗҫ. “Росинка“ кану центрӗнче тин иккӗмӗш смена вӗҫленчӗ. Унти майсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 
Back to Top