Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн 2022-мĕш çула культура эткерĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Тăван çĕршыв йăли-йĕркисене упрассине, вĕсене ăруран-ăрăва куçарса пырассине чăваш халăхĕ çеç мар, тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан йăхташсем те асран кăлармаççĕ. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене тĕпчес, çак ăсталăха алла илес тĕллевпе Галина Таймасова Франци çĕршывĕнчен Шупашкара çитнĕ. Тутарстанри Пӗкӗлме районӗнче çуралса ӳснĕ Галина Таймасова 14 çул каялла Франци çĕршывне куçса кайнă. Эйфел пашни илемне, круассан тутине туйса пурăнать пулсан та вăл чунĕпе, чĕрипе яланах чăваш халăхĕпе пĕрле. Пултаруллăскер тăван чĕлхепе илемлĕ пуплет, юрăсем те хăех хайлать. Чăваш тĕрри – культура эткерлĕхĕ, асаннесен паха тупри. Вăл иртнĕ вăхăтпа хальхи ĕмĕре çыхăнтарать. Тĕрлеме вĕренес тĕллев Галинăн университетра тăван халăх фольклорне вĕреннĕ чухнех çуралнă. Халĕ вара Раиса Васильева тĕрĕ ăсти пулăншипе тинех тĕллев пурнăçа кĕрет. ГАЛИНА ТАЙМАСОВА: «Анне питĕ хитре тĕрлеме юратнă, тĕрленĕ чух вăл чăваш юррисене юрланă. Манăн та тĕрлеме