Светлана Яковлева - Эй, тван (Эй, дорогой)

Реставрированная версия. Источник - 1. Юрă тесе пуçларăм та, Юрă евĕр пулчĕ-ши? Чуна пырса тивтĕр терĕм, Тĕлне-патне çитрĕм-ши? Припев, 2р.: Эй, тăванăм, тăван, Мĕнле эсĕ пурăнан? Эсир лайăх пурăнсассăн Пире икĕ хут аван! 2. Ташă тесе ташларăм та, Ташă евĕр тухрĕ-ши? Пурте пăхса савăнччĕр те, Савăнмалăх сикрĕм-ши? (Припев 2р.) 3. Тăван тесе ай килтĕм те, Чипер пăхма пĕлтĕм-ши? Пĕрле ларса юрлани те Нихçан асран каймĕ-ши? (Припев 2р.) 4. Савни тесе ай каларăм, Чăн та савни тупрăм-ши? Эппин пĕрле пурăнмашкăн Пиртен кăна килĕ-ши? 5. Эй, яшсем-пикĕрсем, Пуçлар пĕрле юрлама! Чăваш юрри янратăр, Атте-анне савăнтăр. (Припев.) Эй, яшсем-пикĕрсем, Пуçлар пĕрле юрлама! Чăваш юрри янратăр, Атте-анне савăнтăр. Эй, яшсем-пикĕрсем, Пуçлар пĕрле юрлама! Чăваш юрри янратăр, Атте-анне савăнтăр. (Припев 2р.)
Back to Top