Пăр çине ан тух!!! Çурхи шывран сыхлан!

Республикăри юханшывсем çитес вăхăтра пăртан тасалĕç. Çапах çурхи ейÿ хăвăрт вăй илсен республикăри 16 муниципалитетри 55 ял-салана шыв илес хăрушлăх пур. Çакă 900-е яхăн çурта, 100 метр автоçула сиен кÿме пултарать. Канаш, Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче уйăрмах сыхă пулмалла. Çавна май республикăра шывран сыхланмалли мероприятисем ирттереççĕ.
Back to Top