Этнолагерн 9-мш кун

Тăххăрмĕш кун Сĕнтервăрри районĕнчи Шуршăла кайрăмăр. Кунта пирĕн паллă летчик-космонавт А.Г.Николаев çуралса ÿснĕ. Кунта ăна халалланă музей пур. Эпир малтанах музейра пултăмăр. Музейăн кашни залĕпе туллин паллашрăмăр. Уйрăмăх космонавт çĕр çине аннă карап, çĕр çине ансан Чăвашра А.Г.Николаева хула урамĕ тăрăх илсе çÿренĕ машина тĕлĕнтерчĕ. Ачасене пурне те кунта килĕшрĕ, пурте тулли камăлпа килелле таврăнтăмăр.
Back to Top