Виталий Адюков - Ма юратрăм - ши сана? (2016)
1. Çурхи ăшă каçсенче тĕл пулаттăмăр санпа
Кăвак шуçăм киличчен калаçаттăмăр савса
Юратсах çуреттĕмĕр, пĕр-пĕрне итлеттĕмĕр
Кĕр кунĕсем çитсессĕн туй тăвăпăр теттĕмĕр
Х.Ю.
Ма ĕнентĕм-ши сана
Ма çухатрăм пуçăма
Пĕртен пĕр юратăва
Парнелерĕм эп сана
2. Юрататăп теттĕн эс, пăрахмастăп теттĕн эс
Мункун типпи тухсассăн евчĕ ярăп теттĕн эс
Эпе сана ĕнентĕм, ырринех ĕмĕтлентĕм
Санпа венчете тăма шур пĕркенчĕк çĕлерĕм
Х.Ю.
Ма ĕнентĕм-ши сана
Ма çухатрăм пуçăма
Пĕртен пĕр юратăва
Парнелерĕм эп сана
3. Ыталаттăн эс мана, çупăрлаттăн эс мана
Тексĕм тĕксĕм каç