УЙХПИ ЮМАХСЕМ|Эгрыпе Тугры узбек халх юмах АУДИО

Ӗлӗк-авал пурӑннӑ тет кишлакра пӗр каччӑ. Ӑна Тугры (Тӗрӗс) тесе чӗннӗ. Утсӑр пуҫне унӑн тек нимӗн те пулман. Пӗр ялта ӗҫ шыранӑ вӑл, тепринче — анчах май килмен. Вара утне утланнӑ та телей шырама инҫетри ҫӗрсене ҫула тухнӑ. Кайсан-кайсан ҫул ҫинче вӑл пӗр ҫынна тӗл пулнӑ. Вӗсем калаҫса кайнӑ. Тугры унран ӑҫталла ҫул тытнине ыйтнӑ. — Ӗҫ шыратӑп — Эсӗ мӗн ятлӑ? — Эгры (Ултавҫӑ). — Мана Тугры тесе чӗнеҫҫӗ. Атя туслашар, пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗрле ӗҫ шырӑпӑр. Ҫапла вӗсем ӗмӗрӗпех туслӑ пурӑнма калаҫса татӑлнӑ. Тугры ҫулташне шелленӗ, ӑна хӑйӗн утне утланма сӗннӗ. Эгры ут утланнӑ та нухайккапа ҫапа-ҫапа тара панӑ. Тугры нимсӗрех тӑрса юлнӑ — ут хӳрине ҫеҫ курса юлнӑ. Тӗлӗнсех кайнӑ каччӑ: ӗмӗрӗпех пӗрле пулатпӑр тесе сӑмах панӑ ҫын ӑна тӑшман пек кӳрентернӗ. Анчах нимӗн те тӑваймӑн, Тугры ҫуранах малалла лӗпӗстетнӗ. Таврана каҫ сӗмӗ витсен Тугры ансӑр сукмак ҫине тухнӑ. Ҫав сукмакпа кайсан-кайсан вӑл сӗм вӑрмана ҫитнӗ. Акӑ ҫаранта икерчӗ пӗҫермелли кӑмакана курах кайнӑ. Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир Григорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова, Татьяна Володина артистсем. Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекенӗ - Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018 ҫул). Автор ирӗк панипе кӑларнӑ. VK: Яндекс. Музыка: Apple Podcasts: уйӑхпи-юмахӗсем/id1646195964 Google Podcasts: Сбер Звук: Плейлист:
Back to Top