Чăваш Ен тавра пĕлӳçисен форумĕ

Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Чăваш Ен тавра пĕлӳçисем регионсен хушшинчи форума пухăнчĕç. Чĕмпĕр облаçĕнчен, Тутарстанран, Пенза тата ытти тăрăхран килнĕ хастарсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. «Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан» тата ытти темăна хускатрĕç тĕл пулура. Чăваш Республикин наци вулавăшĕ – тавра пĕлӳçĕсене, хастарсене, чăваш культуришĕн ырми-канми тăрăшакансене пĕр тĕвве пухрĕ. Вĕсем пурте Атăлçи тăрăхĕнчи сахал йышлă халăхсен нацилĕхне упраса хăварас енĕпе нумай тăрăшнă Иван Яковлева асра тытаççĕ. Чăваш Улăпĕ çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Мускавра, Тутартстанра, Чĕмпĕрте тата ытти т&
Back to Top