Пине яхӑн ача бал ташшисенче ҫаврӑнчӗ

Хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫу кунӗсем харӑсах темиҫе уявпа килсе ҫитрӗҫ. Пурте чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен ҫулла пуҫланчӗ. Унпа пӗрлех республикӑра Пӗтӗм Тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна паллӑ турӗҫ. Шупашкарти сатиксене ҫӳрекен пине яхӑн арҫын ачапа хӗрача воспитателӗсемпе пӗрле йӑлана кӗнӗ бала хутшӑнчӗҫ. Хитре уяв Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ.
Back to Top