Çĕнĕ проект пурнăçланмалла

Çĕнĕ Шупашкарти ятарлă экономика зонин лапамĕнче «Звениговский» аш-какай комбиначĕн проекчĕ пурнăçланмалла. Кун пирки паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕркеленĕ ларура калаçрĕç. Унта Раççейри промышленность министерствин шалти политикин аталантарассипе тимлекен департаментăн тата федераци шайĕнчи пысăк суту-илӳ çурчĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Паян Чăваш Енре 5 000 ытла ваккăн сутакан лавкка, вĕсенчен 3 000 ытларахăшĕ апат-çимĕçпе тимлеççĕ. Кăçал çеç 300 суту-илӳ çурчĕ çĕнĕрен тунă е юсанă. Республикăра экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç туса илессипе лайăх ĕçлеççĕ. Чăваш Енре кăларакан продукци вырăнта 61 процент сутăнать. Федераци суту-илӳ çурчĕсенче те чăваш таварне курма пулать. Ку кăтарту 35 процентпа танлашать. Пысăк лавккасем Чăваш Енри 20 пĕрлешӳ таварне сентерсем çине кăлараççĕ. Анчах та вĕсенче тавара сутлăха кăларасси чăрмавсăр мар иккен. Акă, Вăрнарти пĕрлешӳ хăйĕн таварне федераци сечĕсене кăларнă-ха. Вĕсем туса илекен çимĕçе пĕринче тăватă, тепринче 10 тĕрлине илеççĕ. Унтан килекен укçа вара
Back to Top