«Хĕрÿ чĕре» конкурс çĕнтерÿçи

Раççей шайĕнче çулленех иртекен «Хĕрÿ чĕре» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ку вăл - социаллă-культура пуçарăвĕсен фончĕн çĕнĕ проекчĕ. Унăн тĕллевĕ - нушаллă çынсене пулăшасси, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси. Чăваш Енри 11 çамрăк каччăна пурнăçри паттăрлăхшăн «Хĕрÿ чĕре» паллăпа чыслĕç. Вĕсенчен пĕринпе Елизавета Зайцева корреспондент тĕл пулчĕ.
Back to Top