Кĕнекесĕр çын вăл - тăлăх

«Нумай вулатăн – нумай пĕлетĕн» тенĕ ваттисем. Çитĕнекен ăрăва кĕнеке юратма вĕрентес тĕллевпе вулавăш ĕçченĕсем тĕрлĕ конкурссем ирттереççĕ. Унта ашшĕ-амăшне те явăçтараççĕ. Республикăра «Вулакан аттесем – вулакан ачасем» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Красноармейски районĕнчи Александровсен çемйи кун сиктерсе вулавăш çуртне утать. Ача садне çӳрекен Олеся вулама хăнăхса пырать кăна-ха. Хĕр ачан хăйĕн юратнă çыравçипе хайлавĕ те пур. Александровсен çемйи конкурса Алексей Толстой çырнă «Ылтăн уçă, е Буратино мыскарисем» повеç-юмахĕпе видеоролик ӳкерсе çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕ. АЛЕКСАНДРОВСЕН ÇЕМЙИ: «Кашни кунах эпир çывăрас умĕн кĕнеке вулама тăрăшатпăр. Ачасем илсе килеççĕ те. Паян эпĕ çакна суйларăм. Вуласа пар тесе калаççĕ». Кĕнекепе туслашни – пысăк пуянлăх, анчах та вăй хăй тĕллĕн килмест. Çак ĕçре ашшĕ-амăшĕ кĕнеке вулама юратни – чи пысăк тĕслĕх пулса тăмалла. РОЗА ЛИЗАКОВА: «Ачана вăхăтра кĕнекене тупса парасси – питĕ çăмăл мар ыйту. Хурав тупас пулсассăн ачан психологине те пĕлес пулать. Хальхи литература атала
Back to Top