🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Çын пурнăçĕн ытларах пайĕ çул çинче иртет. Çавна май çул этемĕн ĕмĕрне татма пултаракан хăрушлăх та кăларса тăратать. Юпа уйăхĕнче çеç републикăри çулсем çинче 818 инкек пулнă. Вĕсенчен 1040 çын аманнă, 94-шĕ пурнăçран уйрăлнă. Халăха синкерлĕ лару-тăру йĕркеленесрен асăрхаттарас тĕллевпе çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем тăтăшах рейдсем ирттереççĕ.
Кĕркунне çул çинчи инкексен йышĕ ӳсет. Çакна кун кĕскелнипе, çанталăк çумăрлă тăнипе çыхăнтараççĕ. Çынсем тимлĕхе çухатни, яланах васкани, çул урлă каçмалли вырăнсене асăрхаманни инкексен тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Юпа уйăхĕнче çеç Шупашкарта çуран çӳрекенсемпе çыхăннă 11 инкек пулнине çирĕплетнĕ. Вĕсенче 4 çын вилнĕ.
АНДРЕЙ ЕРШОВ: «Пирĕн нерегулируемый тата регулируемый çул каçмалли ятарлă вырăнсенче кăна каçмалла. Каçнă чухне ĕнтĕ яланах тимлĕ те асăрхануллă пулмалла, çул урлă каçиччен машинсем чарăннине пăхса тăрса çав машинсем чарăннă хыççăн кăна çула каçмалла».
Çул урлă каçмалли вырăн пур пулсан та хăшĕн-пĕрин вăхăта сая ярса унта çити утас килмест иккен. Çакнашкал тĕслĕхсене Шупашкарти çырла тăкăрлăкĕ çывăхĕнче те час-часах курма пулать. «Хăвăрт чупса иртетĕп» текен шухăшлисене çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем рейд вăхăтĕнче те асăрхарĕç. Вĕсем кашнинйĕнпех калаçу ирттерчĕç, йĕркерен пăрăнни вилĕм патне илсе çитерме пултарнине аса илтерчĕç.
АНДРЕЙ ЕРШОВ: «Водительсен малта пыракан машинсен умне пыриччен хăйсен дистанцине 2 хут, 3 хут нумайрах тытмалла. Çул урлă каçмалли çĕре çитсессĕн водительсен питĕ тимлĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен ку çанталăкра вĕсем çул çине тухакан çынсене курмасан та пултараççĕ».
Çулталăк пуçланнăранпа Шупашкарти çулсем çинче 323 инкек пулнă. Вĕсенче 11 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. «Çул йăнăшсене каçармасть». Çакна кашнин асра тытмалла.
1 view
1
0
1 week ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
1 week ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе