Национальное телевидение Чувашии Хисепл ентешмре аса илсе
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Чăваш халăхĕн тавракурăмне аталантарма ăнтăлакан, чăваш ачисене тăван чĕлхене юратма, хисеплеме хистекен чăваш хастарĕ çуралнăранпа 200 çул çитрĕ. Сăмах чăвашсен пĕрремĕш таврапĕлӳçи, этнограф-çыравçи, историкĕ Спиридон Михайлов Яндуш пирки пырать. Ăна хисеп туса вăл çуралса ӳснĕ Юнка ялĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ тата çавра сĕтел йĕркелерĕç. Спиридон Михайлович Михайлов-Яндуш чăвашсен хисеплĕ ывăлĕ 1821-мĕш çулта кун çути курнă. Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Пĕчĕкренех вăл пĕр çын патĕнче тарçăра ĕçлеме тытăннă. Çав хушăрах хăй тĕллĕн çырма-вулама вĕреннĕ. Вун тăватă çула çитсен сутра малтан çыруçă çумми, кайран çыруçă пулса ĕçлеме пуçланă. Тăрăшулăхне пулах Яндуш пысăк пĕлӳллĕ, ăнăçлă çыравçă, историк, этнограф тата фольклорçă пулса тăнă. Паянхи кун та ентĕшĕсем унпа мухтанаççĕ. ДИМИТРИЙ СЕЛЮШКИН: «Пирĕн шкул Спиридон Михайлович Михайлов ятне илнĕ. Эпир унпа питĕ мухтанатпăр. Вăл чăвашсенчен пĕрремĕш наукăра ĕçленĕ, вăйлă тăрăшнă». Спиридон Михайлович Яндуш ячĕ паян та янăрать. Паллă таврпĕлӳçĕне халалласа тăван шкултах пресс-конференци те иртрĕ. Пухăннисем паллă ентешĕмĕрĕн кун-çулне тишкерчĕç. Ăна асăнса юрă-кĕвĕ те янăрарĕ, театр хастарĕсем вара хисеплĕ çыннăмăрăн пурнăçĕпе сцена çинче паллаштарчĕç. ВИТАЛИЙ РОДИОНОВ: «Тĕлĕнсе каймалла çын чăваш хушшинче çуралнă 200 çул каялла. Тĕрĕссипе каласан, чăвашсен чи малтанхи çутлăх ĕçченĕ, çынни вăл. Мĕншĕн? Халь эпир ытларах Яковлевпа, Ильминскийпе çыхăнтаратпăр. Чăваш çутлăх пуçланнă шкулсенче тăван чĕлхепе вĕрентес шухăш Яковлевпа Ильминскийĕнчен мар, Спиридон Михайлович Янтушран пуçланнă». Çитес çул паллă ентешĕмĕрсен çитĕнĕвĕсене халалланă çулталăк пулнă май, Спиридон Михайлович Михайлов-Яндуш ятне пĕрре мар асăнĕç-ха. «Унăн пархатарлă ĕçĕсене малалла та тĕпчесе унăн ятне малашне те хисепре упрĕç», – палăртрĕç ларăва пухăннисем. Маргарита Мельникова, Олег Цыпленков
1 view
0
1
1 week ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
1 week ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе