Етĕрне районĕнчи Çăкалăх ялĕнче пурăнакансем Артур Герасимовпа мухтанса ку пирĕн Кулибин теççĕ. 28 çулти каччă Шупашкарти шăл юсакан клиникăра волительте тăрăшать. Канмалли кунсенче яла çул тытать. Кунта вăл тĕрлĕ техника пуçтарать. Хальлĕхе 2 трактор, самосвал, пĕчĕк грузовик тата çĕр улми кăларакан агрегат ăсталама пултарнă.