Трактор тăвакансен культура керменĕнче çĕнĕ сезон уçăлать

«Трактор тăвакансен культура керменĕ» халăх пултарулăх çурчĕ 700 ытла клуба пĕрлештерет. Унта миçе пултарулăх ушкăнĕ ĕçленине вара шутласа кăларма та çук. Юрлаççĕ, ташлаççĕ, чечек çитĕнтереççĕ, тĕрлеççĕ - хăйсен ăсталăхне вĕсем черетлĕ сезона уçнă май кăтартрĕç.
Back to Top