🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Чăваш Енре «Георги хăйăвĕ» акци старт илчĕ. Астăвăмпа мăнаçлăх туйăмĕсене çирĕплетекен паллăсене транспорт чарăнăвĕн вырăнĕсенче тата халăх йышлă çӳрекен лапамсенче ырă ĕç тăвакан хастарсем валеçеççĕ. Шупашкарта вĕсем çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен 40 000 хăю салатма палăртаççĕ. Георги хăйăвĕ валеçни – Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене асра тытнине, вĕсене çутă та мирлĕ тӳпешĕн тав тунине палăртакан ырă акци. Ăна 2005-мĕш çултах пуçарнă. Унта волонтерсем, шкул ачисем, студентсем хутшăнаççĕ. Вĕсем республика çыннисене çывхарса çитекен уявпа саламласа Георги хăйăвне тата унăн историйĕпе тĕсĕсен пĕлтерĕшне палăртакан хутсем валеçеççĕ. – Яланах çакатпăр вара, 1-майра та ăна яланах параççĕ. Нихăçан та манмалла мар, ачасен те, мăнуксен те нихăçан та манмалла мар. Пурте пĕлччĕр. – Çĕнтерĕве пĕлтерет. Фашистсене çĕнтернĕ çак лентăсемпе. Орден-медальсемпе вĕсем. Паттăрсене халалланă хăйăва çу уйăхĕн 1 тата 3-мĕшĕсенче Шупашкар урамĕсенче тата общество транспорчĕн чарăнăвĕн вырăнĕсенче илме пулĕ. Юлия Адюкова, Юрий Марков
1 view
2
0
1 month ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
1 month ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе